Расписани
GPS: машинӑсем карттӑ ҫинче, истори тата трекерсем
Карттӑ ҫинче «Машины сейчас», машинӑн кун хушшинчи историйӗ, уйӑхри пробег тата хӑвӑртлӑха ирттерни. Точкӑсем — инструктор телефонӗнчен Traccar Client урлӑ е машинӑри GPS-трекертан. Профи тата VIP тарифсем.
Ку мӗн
Занятие трекӗн малалли. Унта трека браузер ҫырать, инструкторӑн экранӗ уҫӑ чухне. Кунта — фонра ҫырни тата пӗтӗм автопарк:
- «Автопарк» → «Машины сейчас» — машинӑсем халь ӑҫта;
- кирек хӑш кун машина историйӗ: пробег, чарӑнусем, хӑвӑртлӑха ирттерни;
- кунсем тӑрӑх уйӑхри пробег.
Профи тата VIP тарифсенче ӗҫлет. Занятие трекӗ ҫутӑ пулмалла.
Ҫутатасси
«Настройки» → «GPS и трек» → «Карта машин, история, трекеры» переключатель. Малтанах сӳнтернӗ, директор улӑштарать. Ҫутатсан страницӑра «Откуда берутся точки» блок тата «Правила» ӑшӗнче «Порог скорости» уй тухаҫҫӗ.
Точкӑсем ӑҫтан килеҫҫӗ
Кашни машинӑн хӑйӗн йӗрки. Малтанах — «Телефон инструктора (кабинет)»: занятие вӑхӑтӗнче ҫеҫ тата экран ҫутӑ чухне ҫеҫ ҫырать. Улӑштарма — йӗркери «Подключить» е «Изменить». Чӳречере виҫӗ вариант:
- «Телефон инструктора» — Drivli кабинечӗ;
- «Traccar Client» — iOS тата Android валли тӳлевсӗр приложени, фонра ҫырать;
- «GPS-трекер в машине» — GT06, Teltonika, H02 е GPS103 протоколлӑ трекер (таблица аяларах): IMEI тата сервер адресӗ.
Wialon е Omnicomm мониторинг тӑрать ӗнтӗ — заявкӑпа ҫыхӑнтаратпӑр, VIP ҫинче.
Инструктор телефонӗнчи Traccar Client
- Чӳречере — «Traccar Client», «Инструктор» уйра — ҫак машинӑпа ҫак телефонпа кам ҫӳрет.
- «Выпустить ключ и показать QR».
- Инструктор App Store е Google Play-ран Traccar Client лартать.
- Приложенире: «Настройки» → QR сканерлани. Сервер адресӗпе ключ хӑйсемех лараҫҫӗ.
- Геолокацие «Всегда» ирӗк парать те «Сервис» ҫутать.
- Минутран чӳречере «на связи» тухать. «Готово» пусӑр.
Ҫав QR-а инструктор хӑй патӗнче тупать: «Профиль» → GPS → «Фоновая запись». Кабинет ҫав телефонтах уҫӑ пулсан тата сканерлама нимпе те ҫук пулсан — ҫавӑнтах «Ввести вручную»: «Адрес сервера» тата «Идентификатор устройства» «Скопировать» кнопкӑпа.
Traccar Client ӑшӗнче «Сервис» ҫутӑ чухне вӑл точкӑсем ярать. Анчах телефон — хӑйӗн. Drivli точкӑсене ҫак инструкторӑн ҫак машинӑри занятийӗ вӑхӑтӗнче ҫеҫ упрать: пуҫланиччен 15 минутран пуҫласа вӗҫленнӗ хыҫҫӑнхи авто-стоп таран. Инструктор килӗшнӗ пулсан ҫеҫ. Ыттине тӳрех пӑрахать, координатсем ҫырӑнмаҫҫӗ.
Traccar Client-па экрана сӳнтерме тата навигатор уҫма пулать. Приложение хӑйне хупма юрамасть. Инструктор «Начать занятие» пусма манчӗ пулсан та, занятие трекӗ хӑех пуҫланать.
Телефона ҫухатрӗҫ е улӑштарчӗҫ — ҫӗнӗ ключ «выпустить новый». Кивви тӳрех ӗҫлеме чарӑнать.
Машинӑри GPS-трекер
- Чӳречере — «GPS-трекер в машине».
- «IMEI трекера» — йӑлапа 15 цифра, трекер ҫинчи наклейкӑра е коробка ҫинче.
- Трекера сервер адресне тата портне ҫырӑр — SMS-командӑпа е производитель программинче, унӑн инструкцийӗ тӑрӑх. Хӑш порт — модель тӑрӑх, таблица аяларах.
- «Готово». Трекер ҫыхӑнӑва тухать — йӗркере «на связи» пулать.
Адрес тата порт:
- GT06, Concox, нумай китай трекерӗ —
api.drivli.ru:5023; - Teltonika (FMB, FMC…) —
api.drivli.ru:5027; - Sinotrack, H02 —
api.drivli.ru:5013; - Coban TK103, GPS103 —
api.drivli.ru:5001.
Трекер кунӗпех ҫырать. Занятие вӑхӑтӗнче точкӑсем занятие трекне каяҫҫӗ, занятисем хушшинче — «без занятия» паллӑпа машина историне.
Машины сейчас
«Автопарк» → «Машины сейчас». Сулахайра карттӑ, сылтӑмра список, кашни 10 ҫеккунтра ҫӗнелет. Директорпа менеджер кураҫҫӗ, инструктора ҫак экрана кӑтартмаҫҫӗ.
Фильтрсем: «В движении», «Стоят», «Нет сигнала», «Не настроено». Шырав — госномер е инструктор тӑрӑх. Йӗркере — лару-тӑру, занятие, кам вӗрентет тата кама, точкӑсем ӑҫтан, юлашки хут хӑҫан ҫӗнелнӗ.
«Нет сигнала» — занятие вӑхӑтӗнче 3 минутран ытла точкӑсем ҫук. Час-часах инструкторӑн экранӗ сӳннӗ. Трекера Drivli 10 минутран шӑпланса ларнӑ тесе шутлать.
Инструктор телефонӗллӗ машина карттӑ ҫинче занятие вӑхӑтӗнче ҫеҫ курӑнать. Машина ҫине пуссан — ӑна ҫутатать тата хальхи занятие трекне кӑтартать. Иккӗмӗш хут пуссан — машина историйӗ.
Машина историйӗ
«Автопарк» ӑшӗнчи машина йӗркинчи «История» кнопка е карттӑ ҫинчи машина ҫине иккӗмӗш хут пусни.
- «Пробег за день» — тата унӑн миҫе километрӗ занятисӗр;
- уйӑхри пробег тата «Пробег по дням» график — юпа ҫине пуссан кун уҫӑлать;
- «В движении» тата миҫе чарӑну пулнӑ;
- «Превышения» — машина шкулӑн чиккинчен хӑвӑртрах миҫе хут ҫӳренӗ.
Карттӑ ҫинче кашни занятие хӑйӗн тӗсӗпе, занятисӗр ҫӳрени — сарӑпа, ирттернисем — хӗрлӗ точкӑсемпе. Аялта «День по порядку»: карточкӑна ссылкӑллӑ занятисем, чарӑнусем, ирттернисем. Кунсене — йӗпписемпе. «Скачать ▾» — кун Excel е CSV форматпа.
Занятисӗр ҫӳрени трекерлӑ машинӑсенче ҫеҫ курӑнать. Инструкторсен телефонӗсенчен занятисем тулашӗнчи точкӑсене Drivli упрамасть.
GPS тӑрӑх пробег — точкӑсем тӑрӑх хаклани. Путевой лист валли одометр кирлӗ, пӑхӑр «Путевой листсем».

Хӑвӑртлӑх чикки
«GPS и трек» → «Правила» → «Порог скорости»: малтанах 70 км/ч, 20-ран 200 таран лартма пулать. Хӑвӑртрах — машина историйӗнче «превышение». Улӑштартӑр — «Сохранить».